Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ иртрĕ

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Регионсен аталанăвĕн центрĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивалĕн куçăмлă тапхăрне ирттерчĕç. Фестивале  1-4 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Фестивалĕн куçăмлă тапхăрĕ  Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче иртрĕ.  Институтăн акт залне  район-хула шайĕнче тата республикăн куçăмсăр  тапхăрăнче çĕнтернĕ ачасем пуçтарăнчĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 150 ачана яхăн тупăшрĕ. Вĕсем хушшинче  Чăваш Республикинчи шкулсенче вĕренекенсем кăна мар, Тутар республикипе Самар облаçĕнчи шкулсенче вĕренекенсем те  пулчĕç.

Тупăшăва хутшăнакансене   Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Степанова,  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаее саламларĕç.

Кашни номинацирех ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Светлана Асамат, халăх артистки Лидия Попова, паллă юрăç Тамара Ишмуратова,  ЧППУп чăваш тата вырăс факультечĕн деканĕ Татьяна Денисова, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчи технологи уйрăмĕн ертÿçи  Наталия Войтюль, Чăваш наци конгресĕн пайташĕЧăваш Республикин тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров.Жюри членĕсем ачасен пултарулахĕпе кăмăллă юлчĕç, çĕнтерÿсĕсене палăртрĕç, вĕрентекенсене тав турĕç.

Пирĕн районтан икĕ номинаципе хутшăнса призерсем пулса тăчĕç. Вĕсем: Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципалă автономлă вĕренÿ учрежденийĕнчен «Г.Е. Егоров яч. Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам  шкул» - ташă ушкăнĕ («Чăваш ташши»/ «Чувашский танец») – ертÿçи О.В. Бережецкая. Чăваш Республикин Вăрмар районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕнчен «Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп  шкул» - Моисеев Моисей («Янра, чăваш юрри»/ «Звучи, чувашская песня») ертÿçи С.В. Долгова.